«Ватлӑх - савӑнӑҫ» ырӑ кӑмӑллӑх фончӗ Вӑрмарти комплекслӑ центрпа пӗрле ватӑ ҫынсене малалла пулӑшать. Нумаях пулмасть вӗсем кӑмака хутса пурӑнакан, 65 ҫултан аслӑрах тата сывлӑх енчен хавшак ҫынсене вутӑ кӳрсе панӑ.
«Ку питӗ кӑмӑллӑ! Эсир пире ӑшӑтатӑр кӑна мар, малалла пурӑнма шанчӑк, ӗненӳ тата вӑй парнелетӗр», - тенӗ ватӑсем.
Кун пек пулӑшу чӑннипех те пархатарлӑ. Вӑл пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене уйрӑмах кирлӗ.
Чӑваш Енре хутӑш чӑвашсен «Тапӑ» фестивалӗ иртнӗ. Вӑл Тӑвай округӗнче пулнӑ.
Фестивале тӗрлӗ округран килнӗ: Вӑрмар, Куславкка, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Красноармейски тӑрӑхӗсенчен. Вӗсем историпе, йӑла-йӗркепе, ӳнерпе пайланма пухӑннӑ.
Фестивале хутшӑнакансем тӗрлӗ инструмент каланӑ, юрланӑ, историсем каласа кӑтартнӑ. «Алран кайми аки-сухи» юрлани чи хумхануллӑ самант пулнӑ.
Роспотребнадзор ӗҫченӗсем Вӑрмар округӗнчи ҫӳп-ҫап полигонне тӗрӗслеме кайнӑ. Унта пушар тухнӑ.
Специалистсем ҫывӑхри ялти тата Вӑрмарти сывлӑша та тӗрӗсленӗ, унта тӗтӗм шӑршине тупса палӑртман.
Полигонра пушар авӑнӑн 16-мӗшӗнче тухнӑ, ҫулӑм 900 тӑваткал метра ярса илнӗ. Полигона «Водоканал» пӑхса тӑрать. Роспотребнадзор ӑна асӑрхаттару панӑ.
Тӑвай округӗнчи Татьяна Юркина сыр пӗҫерес енӗпе чӑн-чӑн ӑста. Качотта, сулугуни, халуми, ламбер… Тӗрлӗрен сыр хатӗрлет вӑл.
Татьяна Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗҫ ҫыннисем» конкурса хутшӑнма заявка панӑ. Вӑл «Ӗҫлӗ хӗрарӑм» номинацире тупӑшӗ.
Татьяна Юркина хӑйӗн ӗҫне аталантарма патшалӑхран пулӑшу илнӗ. 2023 ҫулта унӑн предприятийӗнче 800 килограма яхӑн сыр тунӑ. Кӑҫал вара ку кӑтартӑва тата пысӑклатасшӑн. Унӑн сырӗсене Вӑрмар, Тӑвай, Канаш Ҫӗрпӳ, Патӑрьел округӗсенче, Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем юратса ҫиеҫҫӗ.
Чӑваш Енри виҫӗ ҫурта культура еткерлӗхӗсен шутне кӗртнӗ. Кун пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет.
Пӗрремӗшӗ – Вӑрмар округӗнчи Кавал шкулӗ. Ӑна 1012 ҫултах тума тытӑннӑ. Ун чухнехи фасачӗ тата шалти планировки паянхи кунччен сыхланса юлнӑ. Ҫурт стилӗ – эклектика.
Ҫавӑн пекех Шупашкарти 12-мӗш шкул тата 36-мӗш ача пахчи культура еткерлӗхӗ шутланаҫҫӗ. Вӗсене классика стилӗпе конструктивизм стилӗпе усӑ курса хута янӑ.
Вӑрмар округӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнче пурӑнакан Геннадий Иванов кӑмпана кайсан ҫухалнӑ. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнченпе таврӑнман. Ӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ.
Геннадий Николаевич – 76 ҫулта, вӑтам кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Мӗн тӑхӑнса кайни паллӑ мар. Хӑйӗнпе пӗрле витре илнӗ.
Ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр), 89520203557 Елена (Касатка) .
Вӑрмар муниципаллӑ округӗнчи Пинер ялӗнче пӗр арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма хӗнесе вӗлернӗ.
Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи каҫхине пулса иртнӗ. Ҫав каҫхине арҫын ӳсӗр пулнӑ. Вӑл пӗрле ҫырӑнмасӑр пурӑнакан хӗрарӑмпа вӑрҫӑнма тапранса кайнӑ. Сӑмахпа ятланипе ҫырлахман, ӑна хӗнесе пӗтернӗ. Тапнӑ, ҫапнӑ. Суранланса пӗтнӗ хӗрарӑм кӑштахран вилсе кайнӑ.
Арҫына пакунлисем тытса чарнӑ, вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Вӑрмар округӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑсем вилнӗ. Кун пирки вырӑнти ҫынсем Ҫутҫанталӑк министерствине пӗлтернӗ.
Пулӑсем мӗншӗн вилнӗ? Шывра сиенлӗ япаласен виҫи пысӑк мар-и? Ҫаксене палӑртма пӗвери шыва тӗрӗслеме илнӗ. Тӗрӗслеве Ҫутҫанталӑк министерствин ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ. Пӗтӗмлетӳ ҫывӑх вӑхӑтра паллӑ пулӗ.
Вӑрмар районӗнчи Кутеснерти шкул Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин лейтенанчӗ А.Н. Николаев ячӗпе хисепленсе тӑрӗ. Унтах асӑну хӑми те вырнаҫтарнӑ.
Ҫав ятпа ирттернӗ мероприятие каччӑн ашшӗ-амӑшӗ, Галина Николаевна тата Николай Нефалимович, пиччӗшӗ Алексей Николаевич, ҫывӑх ҫыннисем, пӗр класра вӗреннисем кӑна мар, хаклӑ хӑнасем те хутшӑннӑ.
Аслӑ лейтенант Александр Николаев Брянск облаҫӗн чиккине диверсантсенчен хӳтӗленӗ чухне, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, вилнӗ. Миномент вут-ҫулӑмӗ айӗнче вӑл юлташӗсене пулӑшма васканӑ...
Вӑрмар муниципаллӑ округӗнче шкул автобусӗ 1-мӗш класс ачине уроксем хыҫҫӑн киле илсе кайман. Ашшӗ-амӑшӗ прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ. Халӗ ачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнче сиен кӳнӗшӗн шкул администрацийӗн 20 пин тенкӗ тӳлемелле.
Ку 2023 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗнче пулнӑ. Шкул ӗҫченӗсем ачана автобуспа илсе ҫӳремелли ачасен списокне кӗртмен. Ҫавна май ача уроксем хыҫҫӑн пушӑ класра чылай вӑхӑт ашшӗ-амӑшне кӗтсе ларнӑ. Унӑн стресс пулнӑ, вӑл ӑна каллех манса хӑварасран хӑранӑ. Куншӑн шкул ертӳлӗхне тата ӗҫченӗсене явап тыттарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |